Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Министрсен Кабинечӗ

Вӗренӳ
Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернат унччен ҫакӑнта пулнӑ
Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернат унччен ҫакӑнта пулнӑ

Шупашкарта вырнаҫнӑ Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ шӑпи тахҫанах калаҫтаракан тема пулса тӑнӑ май Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫак ыйтӑва вӗҫӗмех хускатса пычӗ.

Ҫак уйӑхӑн 2-мӗшӗнче Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ протест акцине тухнине те эпир пӗлтернӗччӗ. Вӗсем унччен Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пулнӑ ҫурта юсамашкӑн республика хыснинчен укҫа уйӑрманнине пӗлсен кӑмӑлсӑрланса пикета пухӑннӑ.

Наци сӗмӗллӗ лицей шӑпипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва ӗнер иртнӗ чӑваш парламенчӗн ларӑвӗнче те хускатнӑ. ЧР финанс министрӗ Светлана Енилина ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, лицей-интерната муниципалитета (ку вӑл Шупашкара тенине пӗлтерет) панине кура асӑннӑ шкула тӑвассишӗн муниципалитет кӑна яваплӑ. Енчен хула ку ыйтӑва татаймасан бюджета тепӗр хут пӑхса тухнӑ чух республика пулӑшма хатӗр тесе ӗнентернӗ республикӑри тӗп финансист.

Лицей музыка училищи ҫумӗнче пулмалла. Анчах ҫӗр ыйтӑвӗ те хальлӗхе татӑлман, лицей йышӑнмалли лаптӑкӑн пӗр пайӗн хуҫи — уйрӑм ҫын.

«Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков лицей-интерната прокуратура иртнӗ ҫулах уҫма хушнине аса илтернӗ.

Малалла...

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енри ҫамрӑк экологсем уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк лаптӑкӗсем сахалланса юлнишӗн ҫаплипех пӑшӑрханаҫҫӗ.

Аса илтеретпӗр, хастар экологсем РФ ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Донской ячӗпе ҫыру хатӗрленӗччӗ. Тӑван тавралӑх шӑпи ик айкки те тӑвайкки маррисене республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви иртнӗ уйӑхра регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах хӳтӗлемелли территорисене ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑнхи тӑрӑм шухӑша янӑ.

Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн (вырӑсла кӗскетсе каласан, ОНФ) экологи тата вӑрман хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен общество мониторингӗн центрӗ те Чӑваш Енри Ҫутҫанталӑк министерстви уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗсенчен 70 ытла процентне пӗтернишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗччӗ.

Ҫамрӑк экологсем РФ ҫутҫанталӑк министрӗ патне тепӗр хутчен шӑрҫалама тӗв тунӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн хуравӗ тивӗҫтермен. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ыйту татӑлассӑн туйӑнмасть. Халӗ вӗсем черетлӗ хутчен петици ҫыраҫҫӗ, ун айне алӑ пусма ыйтаҫҫӗ.

 

Политика
Юрий Васильев
Юрий Васильев

Чӑваш Енӗн правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин хӑйӗн ҫумӗсенчен хӑшӗн мӗн тумаллине палӑртакан йышӑну кӑларнӑ.

Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене Элтепер администрацийӗн ертӳҫи, экономика аталанӑвӗн, финанс тата строительство министрӗсем тата Михаил Резников тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Юрий Васильев ӗҫ тӑвакан органсем РФ Президенчӗн Администрацийӗпе килӗштерсе ӗҫлесси таранах яваплӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн Чӑваш Енӗн федераллӑ тӗп инспекторӗпе, Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри тытӑмӗпе, прокуратурӑпа, РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗпе, РФ Хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗпе, Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчӗлӗхӗпе килӗштерсе тимлесси таранах пуҫ ватма тивӗ. Ытти вице-премьерӑн та ӗҫ фрончӗ ҫителӗклех.

 

Политика Михаил Резниковпа Алла Салаева. «Правда ПФО» интернет-хаҫатри коллаж
Михаил Резниковпа Алла Салаева. «Правда ПФО» интернет-хаҫатри коллаж

Чӑваш Енӗн Правительствинче ҫывӑх кунсенче улшӑну пулса иртесси пирки сӑмах-юмах ҫӳрет. «Правда ПФО» интернет-хаҫата «хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем» пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетӗнчи кадрпа ҫыхӑннӑ йышӑнусем вице-премьерсене тата омбудсменсене пырса тивме пултараҫҫӗ.

Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра ЧР Правительствинче Михаил Резниковпа Алла Салаева вице-премьерсен пуканне йышӑнаҫҫӗ. Пуканӗ пур та, анчах лава хӑйсем пӗлнӗ ҫулпа тытса пымалӑх тилхепи ҫук вӗсен. Тепӗр майлӑ каласан, яваплӑхӗ пур та, анчах полномочийӗсем ҫителӗксӗртерех темелле. Сӑмахран, вӗсене министрсемпе хуҫаланма ирӗк паман.

Кунсӑр пуҫне республикӑра халӑхӑн тӗрлӗ сийне хӳтӗлеме тесе йӗркеленӗ Уполномоченнӑйсен штачӗсем виҫҫӗ: пӗри этем правишӗн тӑрӑшмалла, тепри — ачасемшӗн, виҫҫӗмӗшӗ — усламҫӑсемшӗн. Ҫак виҫӗ института пӗрлештересси пирки те калаҫкалаҫҫӗ-мӗн. Усламҫӑсен правине хӳтӗлессишӗн яваплӑ Владимир Иванов ун пек пӗрлештерме пултараймаҫҫӗ тесе каланӑ-мӗн-ха. Хӑйӗн шухӑшне вӑл кун йышши ыйтӑва ҫӗршыв шайӗнче хускатсан РФ Президент Администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ Вячеслав Володин пӗрлештермессине палӑртнине тӗпе хурса пӗлтернӗ.

Малалла...

 

Республикӑра  novostienergetiki.ru сайтри сӑн
novostienergetiki.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа газ хакӗ 4,1% ӳсет. Ҫапла майпа 1 пин кубла метршӑн 4688,54 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Ҫак йышӑнӑва ӗнер Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ырланӑ.

Чӑваш Енри тариф тата конкурентлӑ политикӑн патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пӗрремӗш ҫурҫулта газ хакӗ ӳсмен. Утӑ уйӑхӗнче хак ӳснӗ хыҫҫӑн НДСа шутламасан 1 пин кубла метршӑн 3973,34 тенкӗ тӳлемелле. Вӗсенчен 3 057 тенки — курттӑмӑн туянмалли хак. Газа куҫармалли хак — 704,31 тенкӗ.

Патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакансем газшӑн 3 905 тенкӗрен (Мӑкшӑ Республикинче ҫакӑн чухлӗ тӳлеҫҫӗ) пуҫласа 7 900 тенкӗ таран (Сарӑту облаҫӗ) тӳлеҫҫӗ.

Баллонри газшӑн вара (1 килограмшӑн) 29,18 тенкӗ кӑларса хумалла. Потребитель патне илсе ҫитерес тӗк — 30,41 тенкӗ. Ҫапла майпа хак 4,2% ӳсет. Баллонри газа курттӑмӑн туянмашкӑн 1 тоннӑшӑн 10 480 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ку — 422 тенкӗ ытларах.

 

Чӑваш Енре уйрӑмах сыхламалли территорисемпе объектсен хакне палӑртнӑ. Ун пирки Министрсен Кабинечӗ ҫурлан 12-мӗшӗнче йышӑну тунӑ.

Асӑннӑ категорие кӗрекен пурлӑхӑн кадастр хакне палӑртассипе Новосибирск облаҫӗнчи «Экопрогноз» СНЦ» тулли мар яваплӑ общество ӗҫленӗ. Унта ҫитмесӗр урӑх тупайман-шим текенсене ҫакна пӗлтерни ытлашши пулас ҫук: халӗ патшалӑх тата муниципалитет органӗсен мӗнпур ӗҫе ирттерекенсене конкурс урлӑ суйламалла-ҫке. Кадастр хакне палӑртассипе «Экопрогноз» ҫӗнтернӗ…

«Экопрогноз» хаклавӗ каярах Кӑнтӑр федераци округӗнчи никама пӑхӑнман хаклавҫӑсен ассоциацийӗн «али» витӗр тухнӑ.

Кадастр хакӗ ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет. Ҫапла вара уйрӑмах сыхламалли территорисемпе объектсене вӑл вӑхӑтран тытӑнса ҫӗнӗ кадастр хакне кура налук хума тытӑнӗҫ.

 

Ларура
Ларура

Ӗнер, авӑнӑн 17-мӗшӗнче, Правительство ҫуртӗнче Лару иртрӗ — Михаил Игнатьев министрсен кабинечӗн вырӑнӗсене кам йышӑнни пирки пӗлтерчӗ.

 

Кӗскен:

Ҫурт-йӗр хӑпартассин тата обществӑлла инфраструктура аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ — Гончаров Александр Николаевич;

Экономика аталанӑвӗн тата промышленноҫпа суту-илӳ министрӗ, Министрсен Кабинечӗн Председатель ҫумӗ — Моторин Иван Борисович;

Ял хуҫалӑх министрӗ, Министрсен Кабинечӗн Председатель ҫумӗ — Павлов Сергей Владимирович;

Чӑваш Республикин укҫа-тенкӗ министрӗ, Министрсен Кабинечӗн Председатель ҫумӗ — Смирнов Николай Васильевич;

Раҫҫей Федерациӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин полномочиллӗ представителӗ, Министрсен Кабинечӗн Председатель ҫумӗ — Федоров Геннадий Семенович;

Чӑваш Республикн пурлӑхпа ҫӗр йытӑвӗсен министрӗ — Енилина Светлана Александровна;

Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци полтикипе архив ӗҫӗн министрӗ — Лизакова Роза Михайловна;

Сывлӑха упрассин тата социаллӑ аталанӑвӗн министрӗ — Муллина Венера Петровна;

Чӑваш Республикин юстици министрӗ — Прокопьева Надежда Викторовна;

Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ — Чернова Галина Петровна.

Малалла...

 

Суслонова Нина Владимировна
Суслонова Нина Владимировна

Пӗлетӗр пулӗ, Сергей Гапликова Мускава чӗнсе илнине пула Министрсен Кабинечӗ ертӳҫисӗр тӑрса юлнӑ. Ку вырӑна Николай Фёдоров президент Суслонова Нина Владимировнӑна ертсе пыма сӗннӗ. Нина Владимировна 2005 ҫултанпа Чӑваш Республикин сывлӑха упрас тата социаллӑ аталану Министерствӑна ертсе пырать, хальхи вӑхӑтра Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин, Председателӗн, ӗҫне туса пырать. Ҫитес вӑхӑтра Патшалӑх Канашӗ ун кандидатурине пӑхса тухмалла.

 

Суслонова Нина Владимировна 1960 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗнче Иркутск облаҫӗнчи Мамаканта ҫуралнӑ. Вӑтам пӗлӗве Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкулта илнӗ (ашшӗ-амӑшӗ кунта ГЭС тума килнӗ). 1984 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.

2000 ҫулта Чӑваш Республикин Сывлӑха упрас енӗпе ӗҫлекен министерствӑна ертсе пыма пуҫланӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 05

1892
133
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
86
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
75
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
66
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
64
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть